Санарпуҫӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул — Чӑваш Республикин Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫ ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан муниципаллӑ учреждени. 1891 ҫулта хутла вӗрентекен шкул евӗр уҫӑлнӑ. 1984 ҫултанпа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул статусӗпе ӗҫлет.
Шкул ҫинчен «Санар-Посинская» ятпа пӗрремӗш хут Хусан епархийӗн докуменчӗсенче асӑннӑ.
1891 ҫулта Урпаш прихучӗ ҫумӗнче икӗ ҫул вӗренмелли хутла вӗрентекен шкул уҫнӑ. 1896 ҫулта шкулта 29 арҫын ача вӗреннӗ. Пӗтӗм вӑхӑт хушшинче шкула виҫӗ ача вӗренсе пӗтернӗ.
1927 ҫулта ялта пӗрремӗш утӑмри тӑватӑ класлӑ шкул уҫӑлнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗ раскулачить тунӑ Михаил Мокеев хресченӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ.
1934 ҫулта ҫӗнӗ ҫурт туса лартнӑ, шкула ҫичӗ ҫул вӗренмелли статус панӑ.
1958 ҫулта ӑна сакӑр ҫул вӗренмелли шкул пек улӑштарнӑ.
1970-мӗш ҫулсен иккӗмӗш ҫурринче «Вурнарский» совхоз директорӗ Семён Валерианович Валерианов шкулӑн ҫӗнӗ ҫуртне проектласа тӑвас пуҫарупа тухнӑ. 1979 ҫулта шкул ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ.
1984 ҫулта вӗренӳ учрежденийӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул пулса тӑнӑ.
2009 ҫул тӗлне шкулта 20 вӗрентекен ӗҫленӗ, 178 ача вӗреннӗ. Вӗренӳ процессне 11 класс-комплектра йӗркеленӗ.
Шкулта компьютер класӗ пур, унта 17 компьютер, вӗсенчен 4-шӗ — ҫӗннисем.
Шкул аллинче 8,5 гектар ҫӗр лаптӑкӗ пур, ӑна коллектив вӑйӗпе эшкертеҫҫӗ. Учрежденире виҫӗ трактор (ДТ-75, МТЗ-80, Т-16) тата ГАЗ-53 тиев машини пур.
Аслӑ классенче вӗренекенсене тракторист-машинист удостоверенийӗ параҫҫӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 